105 çул - мăнаçланмалли нумай

Июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта тата Етĕрнере Чăваш Ен кунне тата Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул çитнине халалланă уяв пысăк шайра кĕрлесе иртсе кайрĕ. Çак кун тĕп хуламăрта иртнĕ Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ те пурин асĕнче чылайлăха асра юлĕ. Унта Пушкăртстанри, Мари Республикинчи, Тутарстанри, Чулхулари, Оренбургри, Самара тата Ульяновск облаçĕсенчи, çавăн пекех хамăр республикăри, вăл шутра пирĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем те хутшăннă.

"Эпĕ - хĕрарăм" конкурс çĕнтерỹçисем - виççĕн

Çавăн пекех Республика кунĕн программине илем кỹрекенĕсенчен пĕрисем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Эпĕ-хĕрарăм" конкурса хутшăнакансем пулнă. Сăмах май каласан, кăçал çак тупăшу 5-мĕш хут иртнĕ.

 Республикăри Хĕрарăмсен канашĕ йĕркелекен конкурса кашни çулах Патăрьел муниципалитет округĕнчи пултаруллă та хастар хĕрарăмсем, ача амăшĕсем хутшăнаççĕ. Пилĕк çул хушшинче тупăшăва республикипе 5000 хĕрарăм хутшăнма кăмăл тунă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан 36 хастар конкурса хутшăнма заявка тăратнă. Вĕсенчен Анастасия Ивановна Пыркинăпа Анисия Степановна Кушникова 100 тата 90 çулсенче! Кăçал пирĕн округран çак конкурса хутшăннисенчен виççĕшĕ вара тĕрлĕ номинаципе çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ: "Общество интересĕшĕн" номинаципе Валентина Петрова пĕрремĕш, "Малалла - сывлăх патне" номинаципе Зоя Шайманова иккĕмĕш, "Эпир çĕннине пурнăçа кĕртме çуралнă" номинаципе Анастасия Журавлева виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ (ỹкерчĕкре).

- Конкурсăн тĕп тĕллевĕ хĕрарăмăн социаллă сферăри, экономика аталанăвĕнчи, вăйлă тата ăнăçлă обществăри пĕлтерĕшне палăртасси,- тенĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев конкурсантсене саламланă май.

Алексей Красновăн Уникс урхамахĕ ятарлă приза тивĕçнĕ

 Республика кунне уявланă май, çак кунхинех Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн чи-чи вăйлă урхамахсем старта тăнă. 2 миллион тенкĕлĕх приз фончĕн кубокне 39 наездник-лаша хуçи хушшинче выляттарнă.

 Лашасен чупăвĕ çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне тата 1 миллион тенкĕ укçана Тутар Республикинчи Илсур Галимзянов Архангел Лок лашипе çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин призне вара Патăрьел муниципалитет округĕн чысне хỹтĕленĕ Алексей Краснов опытлă наездник Уникс лашипе тивĕçнĕ. Вăл "Исток" çĕр ĕç фирми" обществăшăн старта тăнă.

 Лаша спорчĕн хастарĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă, малашне те халăхăн нумай ĕмĕр каяллах пуçланса кайнă лаша спортне аталантарма, ырă йăлана малалла тăсма, куракансене киленỹ кỹме ырă суннă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Авангард



27 июня 2025
18:37
Поделиться