Пултарулăх çăлкуçĕсем иксĕлми
Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенчи театр коллективĕсен фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.
Унта пурĕ 7 ушкăн хутшăнчĕ. Пĕринчен тепри ăстарах та хастартарах пулчĕç вĕсем. Халăхăн пултарулăх çăлкуçĕ иксĕлми пулнине кăтартрĕç. Çăварни шăнкăравĕ çакнă, чечексемпе капăрлатнă шухă утсем евĕр ташласа тухрĕç Çĕнĕ Ахпỹрт ачисем, вĕсем тавра хĕрĕсем тăнă. Çăварни юрри ян! каять. Пĕрисем ĕлĕкхи пир кĕписене тăхăннă, теприсем капăр тумпа. Çут çанталăк ыйхăран вăранса чĕрĕлнине хăйсен харсăрлăхĕпе, маттурлăхĕпе кăтартма пултарчĕç. Çавăнпа "Чи лайăх театр коллективĕ" гран-прие çĕнсе илчĕç (ертỹçи Лариса Казакова, илемлĕх ертỹçи Ирина Краснова).
Коллективсем фестивале тăрăшса хатĕрленнĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи хĕрсен тухйисем те юмахри пикесенни пек капăр, хăйсем те вăрманти кайăксем пек юрлама пултараççĕ. Уяв вăййисене кăтартрĕç вĕсем.
Туçасем "Хурăнăм" композици хатĕрлесе килнĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул "Улах ларни" композици кăтартрĕ. Алманчăсем вара чăваш ачисен вăййине чĕртсе тăратрĕç. Пăлапуç Пашьелсем сцена çине "Ачалăхри хаваслă самант" композиципе тухрĕç. "Театраллă курăм" номинацире Аслă Чементи вăтам шкул коллективĕ (ертỹçи Надежда Кошелева) палăрчĕ. "Анне яшки" спектакль лартса пачĕç вĕсем. Сценарине Надежда Васильевна хăй çырнă. Автор унта паянхи саманари шăп çак вăхăтри пурнăç актуаллăхне сăнаса панă. Пĕрисем сухан-севок туса илеççĕ. Теприсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Тĕш тырă акса илекенсем те пуян пурăнаççĕ. Хулара банкра хуçаланакансем те пур. Амăшĕн техĕмлĕ яшкине çиекенех хăйне телейлĕ тесе шухăшлать.
"Çăварни" уявне тепĕр коллектив та сăнласа пачĕ. "Халăх сăмахлăхĕн пултарулăхĕ - чăваш чĕлхипе" номинацире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ачисем малти вырăна çĕнсе илчĕç (ертỹçисем Наталья Путяковăпа Инга Селиванова).
Людмила САЧКОВА
Авангард