Ташă-юрă ăстисем - çĕнтерỹçĕсем
Раççейре Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енре Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене тата Тăван чĕлхе кунне халалласа республика шайĕнче "Аваллăхсăр малашлăх çук" фестиваль иртрĕ. Ăна Чăваш Енри вĕрентỹ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ йĕркелерĕç.
Мероприятие республикăри 12 муниципалитет округĕнчи 37 шкулпа ача садĕнчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Ăмăрту 8 номинаципе иртрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ачисем "Çемье йăли-йĕрки - çирĕп çемье никĕсĕ" тата "Халăх юрри - чунăм уççи" номинацисенче вăй виçрĕç. Çамрăк театрçăсем Çăварни йăлипе паллаштарчĕç, çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕç. Ăна 6-8 классене çỹрекен Мария Попова, Александр Никифоров, Регина Селиванова, Анна Пласкина, Вероника Каклимова, Денис Кузнецов, Матвей Лепешкин, Полина Аверкина, Роман Зубов тỹресен умне кăларчĕç. 9 класри Юля Путяковăпа 4-мĕшĕнчи Анна Кудряшова вара халăх юррисене шăрантарса иккĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç.
Наталия ПУТЯКОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, Инга СЕЛИВАНОВА, музыка учителĕ
Авангард