Çырури тĕллевсене çивĕчлетрĕç, Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕ пирки калаçрĕç
Февралĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ, информушкăн ертỹçи Эмир Бедертдинов, Патăрьелĕнчи мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисем, администрацин структура подразделенийĕсен, территори пайĕсен начальникĕсем, округри çамрăк çемьесем, "Единая Россия" партин пуçламăш организацийĕсен председателĕсем хутшăнчĕç.
Информаци кунĕнче сỹтсе явнă тĕп ыйтусем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2024 çулхи ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвĕсем; Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕ çинчен
"Тĕп тĕллев - халăх пурнăçне хăтлăлатасси"
ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов Пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕп докладпа тухса калаçнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне тухнă Çыруне тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2024 çулхи отчетне хак парса шăпах çак шухăша çирĕплетрĕ.
- ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура сывлăх сыхлавĕн, вĕрен- тỹ, культура сферисенче, агропромышленность комплексĕнче пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Вĕсенче кашнийĕнчех курăмлă улшăнусем пур. Сăмахран, юлашки пилĕк çулта республикăра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетес, вĕсене кирлĕ медицина пулăшăвĕ парас, çав вăхăтрах демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе сывлăх сыхлавĕн 291 объектне çĕнĕрен тунă е тĕпрен юсанă. Çак тытăм çĕнелсе пыни те чирсемпе пуçламăш тапхăртах кĕрешме май парать. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕнче те сывлăх сыхлавĕн отрасльне аталантарасси ăнăçлă пулса пырать,- палăртрĕ министр хăйĕн сăмахĕнче.
Патăрьелсем Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне тивĕçлипе хатĕрленеççĕ
2025 çул республикăра, округра пурăнакан кашни çемьешĕн питех те хаклă çулталăк. Майăн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитет. Çак сăлтавпах Раççей Президенчĕ, 2025 çула Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Респубикин Пуçлăхĕ Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç.
Патăрьелсем çак пĕлтерĕшлĕ уява мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнипе, умра тăракан тĕллевсемпе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова паллаштарчĕ. Ку тĕлĕшпе муниципаллă влаç тытăмĕнчи культура, вĕрентỹпе спорт учрежденийĕсем, волонтер юхăмĕсем пурте çĕршывăн паттăрĕсене тивĕçлипе чыслас, патриотла воспитанипе çыхăннă мероприятисем, тĕл пулусем ирттерес тĕллевпе тимлеççĕ.
Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă икĕ ветеран çеç пурăнаççĕ - Шăнкăртамри Нурулла Резепов тата Шăхачри Феоктист Васильев. Оргкомитет ларăвĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сĕннипе вĕсене 2025 çулта "Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят пама йышăннă.
- Çĕнтерỹ уявне халалласа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемпе 100 ытла культура мероприятийĕ, унсăр пуçне çак тĕллевпех 60 ытла спорт ăмăртăвĕ йĕркелеме палăртнă. Пысăк уява хавхаланупа, хастарлăхпа ирттерсе ярасси хамăртан, пĕрлехи вăйран килет,- палăртрĕ хăйĕн докладĕнче Светлана Чернова.
Информаци кунĕнче çамрăк мăшăрсене, нумай ачаллă çемьесене патшалăх программипе пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма сертификатсем пачĕç.
Граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă хыççăн Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Эмир Бедертдинов Алманчăри тата Шăнкăртамри тыл ĕçченĕсене - Мария Каруевăпа (ỹкерчĕкре, 1 стр.) Ксения Петровăна, Минибиян Сулеймановăна тата Шемшибене Хайретдиновăна - "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа - 80 çул" медальпе чысларĕç.
Альбина ЕГОРОВА
Авангард