Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырупа тухĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче январĕн 31-мĕшĕнче Патшалăх Канашне тата республика общественноçне хăйĕн çулленхи Çырăвĕпе паллаштарасси çинчен пĕлтернĕ.

Халĕ текста хатĕрлес ĕç пырать. Çырура Олег Алексеевич республикăн управлени командин, муниципалитетсен иртнĕ çулсенчи ĕçне пĕтĕмлетĕ, регион аталанăвĕн кăçал тата çитес çулсенче тĕпе хумалли тĕп çул-йĕрсене палăртĕ. Республикăра пурăнакансем те сĕнỹсем пама пултараççĕ. Вĕсене телеграм-каналти постсенче çырма пулать. "Çулленхи çак Çыру чăннипех те халăх кĕтнине тĕпе хутăр, пирĕнтен кашнин ĕмĕт-тĕллевне шута илтĕр", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Эфир 12 сехетре пуçланать. Ăна Олег Николаевăн телеграм-каналĕнче, Наци телевиденийĕнче курма тата радиовĕпе итлеме май пулĕ. Çавăн пекех трансляци вăхăтĕнче экран çинчи GR-кода сканерласа хăвăрăн шухăшăра пĕлтерме пулать.

Александр ИВАНОВ

Авангард



24 января 2025
18:43
Поделиться