"Патăрьелсем ĕçлеме те, канма та пултараççĕ"

Çапла хак пачĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ çул умĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕçлĕ çул çỹреве пĕтĕмлетсе.

Ишлĕре пуçламăш шкул-ача сачĕ хута кайрĕ

Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра чылай енĕпе кăтартуллисен шутĕнче. Пуçласа аякри ялсенчи ачасем валли пĕчĕк форматлă учреждени тăвас тĕллеве пурнăçа кĕртекенсем те чăн малтан Патăрьелсем пулчĕç. Эксперимент ăнăçлă та вырăнлă пулни куç умĕнче. Реконструкциленĕ хăтлă çуртра Ишлĕсĕр пуçне Люляран, Ульяновкăран, Пăлапуç Нурăсĕнчен çỹрекен ачасем валли вĕренме, ăс-тăна аталантарма мĕн пур услови çителĕклĕ. Шкултах ачасен сывлăхне çирĕплетме спортзал, медицина пỹлĕмĕ те пур.

- Ялсенче çакăн пек шкул-ача сачĕ уçни ачасене пахалăхлă пĕлỹ илме, вĕсем ăçта пурăннине пăхмасăр пур енлĕн аталанма май парать,- терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

ПĔЛМЕ

Ишлĕ территори пайĕнчи демографи лару-тăрăвне шута илсе тата кивĕ ача сачĕн çурт çирĕплĕхне тĕпченĕ хыççăн ăна 15 вырăнлă, спорт заллă пуçламăш шкул (2 класс-комплект тата шкул çулне çитмен пĕр группа) валли реконструкцилеме йышăннă. Объект хакĕ - 118 миллион тенкĕ. Унсăр пуçне сĕтел-пукан, компьютер техники, тата ытти хатĕр туянма патшалăх тата 9,5 миллион тенкĕ уйăрнă.

ХАКЛАВ

Елена Краснова, тăватă ача амăшĕ (Ишлĕ ялĕ):

- Паян пирĕн ачасем çутă, илемлĕ, ăшă шкулта вĕреннишĕн, ăс пухма пултарнишĕн эпир, ашшĕ-амăшĕ, чунтанах савăнатпăр. Малашне ачасем спорт залра сывлăхне çирĕплетме пултарни та хавхалантарать. Çакăн пек ырлăх пирки эпир темиçе çул каялла ĕмĕтленмен те. Республика Правительствине, муниципалитет округне ырă та пархатарлă ĕçшĕн тав тăватпăр.

 Культура вучахĕ Тури Чакăсене хавшама памĕ

 Çĕнĕ çула Аслă Чемен территори пайĕнчи Тури Чакăсем çĕнĕ клубра кĕтсе илчĕç. 2024 çулхи раштавăн 28-мĕшĕ ял-йышшăн та, муниципалитет округĕшĕн те истори страницине çырăнса юлĕ. Çак кун "Культура аталанăвĕ" регионти программăпа килĕшỹллĕн хута кайнă 100 вырăнлă хăтлă клуба хăйсен савăнăçне пайлама лăк тулли халăх пуçтарăнчĕ. Тахçанах ĕмĕтленнĕ культура вучахĕшĕн кашниех савăнчĕ. Малашне ял халăхĕпе пуçтарăнса калаçма та, савăнма та, хавхаланса культура мероприятисем ирттерме те мĕн пур услови çителĕклĕ.

Çавăн пекех Олег Николаев Улатăр, Куславкка, Комсомольски, Елчĕк муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсене автоклуб уççине парса саламларĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çĕнĕ çул умĕнхи парнине çав кунхинех Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Етĕрне округĕсем те хавхалансах йышăнчĕç, курав çыхăну мелĕпе клубсем уçрĕç.

Мускаври Кремль елкине хăйĕн ĕмĕтне çырса янă Самир Черноносовăн та çак мероприятирех кăмăлĕ тулчĕ. Олег Николаев Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен тăххăрти ачана самокат парнелерĕ.

ХАКЛАВ

 Евгения Сюзюкина, Тури Чакăри клуб заведующийĕ:

- Тахçанах ĕмĕтленнĕ хăтлă клуб хута кайни пире ял халăхĕпе тăтăшах пĕрле пулма, вĕсемпе тачăрах ĕçлеме, кану каçĕсем, кăсăклă мероприятисем йĕркелеме хавхалантарĕ. Ĕçпе кану яланах юнашар пулччăр.

Пĕр кунта харăсах тăватă врач амбулаторийĕн алăкĕ уçăлчĕ

 Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьел муниципалитет округне ĕçлĕ çул çỹревпе килнĕ кунхине пирĕн тăрăхра харăсах тăватă врач амбулаторийĕ - Тури Туçара, Çĕнĕ Ахпỹртре, Нăрваш Шăхалĕнче, Шăнкăртамра - уçăлчĕç. Объектсене "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пуçламăш звенора медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕринпе, Нăрваш Шăхалĕнчипе, Олег Алексеевич паллашрĕ, çĕнĕ амбулаторисем ял халăхĕн пурнăçне хăтлăлатнипе пĕрлех вĕсен сывлăхне çирĕплетме, ĕмĕрне вăрăмлатма пулăшнине те каларĕ.

Хута кайнă кашни амбулаторие пĕр пек проектпа тунă. Вĕсенче тухтăр пỹлĕмĕ, процедура, прививка тумалли, ачасене йышăнмалли тата ытти кабинетсем те, кăнтăрла сипленме çỹрекенсем валли икĕ вырăн та пур.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов 2025 çулта пирĕн муниципалитет округĕнче Турханта, Ыхра Çырминче врач амбулаторийĕсем, Кивĕ Катекре ФАП уçма палăртнине пĕлтерчĕ.

ХАКЛАВ

Малик Факим Ахсан, Тури Туçари врач амбулаторийĕн тухтăрĕ:

- Виççĕмĕш çул эпĕ хамăн специальноçпа ĕçлеме пикенни. Çамрăк специалистене çул парса ĕçлеме кирлĕ услови туса панăшăн правительствăна, муниципалитет округне чун-чĕререн тав тăватăп. Туçари врач амбулаторийĕшĕн вара тепĕр хутчен тав.

Судпа медицина экспертизи тата патологи çăмăллăхĕсен уйрăмĕ вырăнтах пулĕ

2025 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа Патăрьелĕнче судпа медицина экспертизин районсем хушшинчи уйрăмĕ те ĕçлеме пуçлĕ. Вăл Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк округĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерĕ.

Асăннă служба вилнĕ çынсен ỹчĕсене илсе килессипе, кирлĕ тĕпчевсем ирттерессипе тимлĕ. Çак проект ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе ĕçлеме пикеннĕ.

Тракторсен чупăвĕ кăмăла çĕклерĕ

 Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Патăрьелĕнчи тĕп лапамра Çĕнĕ çул умĕн капăрлатнă тракторсен чупăвĕ - "Трак-пробег" - иртет. Ку хутĕнче те çак мероприяти пысăк хастарлăхпа кĕрлерĕ. Акцие 30 ытла трактор хутшăнчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - Украинăри ятарлă çар операцинчи салтаксене çĕнтерĕве çывхартма хавалантарасси, унта пухăннă укçа-тенкĕпе вĕсем патне çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласене çитересси. Ырă пуçарăва хапăл тунă хуçалăхсене уйрăммăн палăртса хăварас килет. "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ, "Корма", "Исток" агрофирмăсем, "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕсалтаксене гуманитари пулăшăвĕ пама 100 пин тенкĕ уйăрнă.

Ял хуçалăх техникине Çĕнĕ çул сĕмĕ кĕртсе капăрлатнисене çавăн пек хакларĕç: Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ пĕрремĕш, Василий Адикин фермер иккĕмĕш, "Исток", "Куснар" çĕр ĕç фирмисем виççĕмĕш вырăнсенче. Владимир Кудряшов куракансен призне илме тивĕçрĕ.

 - Патăрьелсем пĕрле ĕçлеме çеç мар, канма та, кăмăла уçма та пĕлеççĕ. Паян Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ акци те çакнах çирĕплетсе пачĕ. Тĕлĕнмелле ырă мероприяти,- терĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьел муниципалитет округĕнчи ĕçлĕ çул çỹревне пĕтĕмлетсе.

Альбина ЕГОРОВА

Авангард



17 января 2025
17:46
Поделиться