Ял халăхне савăнăç кỹрет

Юлашки çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче "Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çулсеренех ялсенче культура çурчĕсем хăтлăланаççĕ, капăрланаççĕ, çĕннисем те çĕкленеççĕ. Çав вăхăтрах клубсем çĕнĕ музыка аппарачĕсемпе, тумсемпе пуянланаççĕ тата ытти те. Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системи çумĕнче усă куракан нумай функциллĕ культура центрĕ - автоклуб та - 2015 çулта Юхмапа Пăла тăрăхне "Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн тивĕçнĕ. Паян куçса çỹрекен концерт сценин çăмăллăхĕпе округ центрĕнчи артистсем туллин усă кураççĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче

Патăрьелĕнче автоклуб сценинчен хамăр артистсем те, аякран килнисем те юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Унсăр пуçне ытти чухне вара культура ĕçченĕсем вырăнсене тухса ял халăхĕн кăмăлне тупаççĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем Туçа территори пайне кĕрекен Вăтаел, Анат Туçа, Туçа ĕçченĕсене, вырмана хутшăнакансене çĕнĕ юрăсемпе хавхалантарнă. Куракансем артистсене тăвăллăн алă çупса тав тунă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Авангард



31 августа 2024
06:30
Поделиться