Ака хыççăн - Акатуй- Сабантуй

Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕн тĕп уявĕ - Акатуй-Сабантуй - июнĕн 11-12-мĕшĕсенче иртет. Пĕрремĕш кун яланхи пекех Шăнкăртам вăрманĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкăра ытларах ача-пăча савăнĕ. Ăна 19-мĕш хут йĕркелеççĕ.

72-мĕш хут иртекен Акатуй-Сабантуйпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене сумлă хăнасем саламлĕç, çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетĕç, тăрăшуллă хастарсене чыслĕç. Çавăн пекех округри пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарĕç. Спортпа туслисем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçĕç.

 Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ вара июнĕн 15-мĕшĕнче Мускаври ВДНХра иртет. Унăн программи пуян, вăл чăвашсене пĕр çĕре пухĕ. Çĕршыв тĕп хулинче иртекен уява Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен те кайма хатĕрленеççĕ.

Александр ИВАНОВ

Авангард



04 июня 2024
19:23
Поделиться