Çамрăксене пурнăçăн анлă çулĕ кĕтет

Майăн 24-мĕшĕнче муниципалитет округĕнчи шкулсенчен 11 класран вĕренсе тухакан 113, 9-мĕшĕнчи 441 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ хумхануллă та савăнăçлă уяв хĕрсемпе каччăсен умĕнче çĕнĕ çулсем уçăлнине, вĕсем çитĕннисен пурнăçне ура ярса пуснине систерчĕ.

Кунĕ хĕвеллĕ пулни ачасен кăмăлне çĕклерĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкул выпускникĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ. Пĕрлех Рудольф Васильевич педагогсене тăрăшуллă ĕçшĕн, ашшĕ-амăшне ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн тав турĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева выпускниксем пĕлĕве тĕплĕн алла илнине палăртрĕ. Вĕсене ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçу, такăр çул сунчĕ, тăван шкул чысне малашне те упрама сĕнчĕ.

Тăрăшуллă вĕренекенсене, хастарсене, тĕрлĕ ăмăртура, конкурсра мала тухнисене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Муниципалитет округĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕ Наталья Алексеева та пушă алăпа килмен. Хăйсем патĕнче иртекен мероприятисене хастар хутшăнакансене тав хучĕпе чысларĕ.

Пуçламăш классен учителĕсем, класс ертỹçисем, ашшĕ- амăшĕ ячĕпе Джамиля Ахметова саламларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем, тăххăрмĕшсем ырă сунчĕç.

Выпускниксем те парăмра юлмарĕç. Вĕрентекенсене, ашшĕ- амăшне тав турĕç.

Юлашкинчен юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Текех урока чĕнмест вăл ачасене. Экзаменсем пуçланнă та ĕнтĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухакансем химипе, географипе, вырăс литературипе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Пур çĕрте те ăнăçу пултăрах вĕсен.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



28 мая 2024
17:49
Поделиться