Ашшĕн сукмакне ывăлĕ такăрлатать
УЛМИ йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул выпускникĕ Валентин Никитин ачасен пултарулăх шкулĕнче баян ăсталăхне çирĕп алла илнĕ хыççăн пĕр иккĕленмесĕрех Федор Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Виççĕмĕш курс студенчĕ унта та хăйĕн пултарулăхне çулсеренех туптаса пыни савăнтарать. Вăл тăтăшах пысăк концертсене, конкурссене хутшăнать, пулас професси ăсталăхне туптать.
Çак кунсенче çеç çамрăк каччă Пĕтĕм Раççейри "Гармонь-душа моя" X конкурс-фестивальте иккĕмĕш степеньлĕ диплома (преподавателĕ ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Баранов) тивĕçнĕ. Студент пултарулăхне жюри председателĕ, Тутарстанăн тава тивĕçлĕ артисчĕ Абужар Файзуллин профессор та палăртса хăварнă. Валентин Никитинăн камран ырă тĕслĕх илмелли те пур. Унăн ашшĕ, Петр Никитин - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагог-ветеран, Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинчи юрăпа ташă ансамблĕн аккомпаниаторĕ.
Авангард