Концерт укçи çĕнтерĕве çывхартма кайĕ

 ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи ял çыннисем Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем çĕнтерĕве çывхартчăр тесе май пур таран тăрăшаççĕ, пулăшаççĕ. Иртнĕ эрнекун, акă, Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче ыр кăмăллăх концерчĕ иртнĕ. Билет сутса пуçтарăннă укçана культура ĕçченĕсем маскит сеткисем çыхма материал туяннă çĕре яраççĕ.

Авангард



21 мая 2024
18:21
Поделиться