Пăла тăрăхĕ те курава хутшăнать

Мускаври ВДНХри "Раççей" курав-форума республикăри 10 муниципалитет хутшăнать. Вĕсем хăйсен программисемпе апрелĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 8-мĕшĕччен паллаштарĕç.

Палăртма кăмăллă, эстафетăна пуçлаканĕ шăпах пирĕн округ. Апрелĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа майăн 5-мĕшĕччен Юхмапа Пăла тăрăхĕ Мускав хăнисене хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕ.

Аса илтеретпĕр, "Раççей" курав-форум 2023 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнченпе ĕçлет.

Чăваш Республикин экспозицийĕ 75 номерлĕ павильонта А залра вырнаçнă, 89,7 тăваткал метр лаптăк йышăнать.

Александр ИВАНОВ

 

Авангард



23 апреля 2024
20:20
Поделиться