Çветтуй Матронăн ковчегĕ умĕнче пуçа тайма пултарăпăр

ÇАК кунсенче Чăваш Ене Калмăк Республикинчи тĕн еткерлĕхне илсе килнĕ. Мартăн 24-мĕшĕнче пирĕн пата Элиста епархийĕн çветтуйĕсем çитнĕ. Вĕсем - Риза Господня пайне упракан хĕрес-мощевик тата Матрона Московская çветтуйĕн ковчегĕ. Çак уйăх вĕçлениччен вĕсем Шупашкарти Введени кафедра соборĕнче пулĕç. Кайран çветтуйсене республикăри чиркỹсене те илсе çитерĕç.

Апрелĕн 14-мĕшĕнче 14 сехетре хĕрес-мощевикпе Мускаври çветтуй Матронăн ковчегне Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ Патăрьел чиркĕвне илсе килеççĕ. Вĕсем апрелĕн 18-мĕшĕччен унта пулĕç. Турра ĕненекенсем Аслă типĕ вăхăтĕнче чиркĕве кайса çылăхĕсене каçарттарнисĕр, Турă юнĕпе чунне ăша илнисĕр пуçне çветтуй умĕнче пуç тайма та пултараççĕ.

Авангард



27 марта 2024
19:35
Поделиться