Суйлава та хастар хутшăнчĕç, Çăварни уявĕнче те савăнчĕç
ИРТНĔ вырсарникун Патăрьел муниципалитет округĕнчи ял çыннисем Раççей Президенчĕн суйлавне хастар хутшăннипе пĕрлех Çăварни уявĕнче те савăнчĕç, хĕл кунĕсене ăсатса ярса çурпикене кĕтсе илчĕç. Ку тĕлĕшпе Туçа территори пайĕнчи ялсем пысăк хастарлăх кăтартнă. Хальхи вăхăтра ялсенче йĕс шăнкăравлă урхамахсене кỹлсе тухма пулманнине пăхмасăрах уява хаваслă та кăсăклă йĕркеленĕ. Çынсем аптăраса тăман, лашасем вырăнне ку чухне анлă сарăлнă мотоблоксене, çунасене, пепке кỹмисене унчченхилле тумлантарнă, капăрлатнă... Çăварни пикисемпе каччисем те çуркунне евĕр чипер те илемлĕ пулнă. Юрă-ташă, вăйă-кулă, ĕлĕкхи йăлапа катемпие çунтарса яни, çу çинче пĕçернĕ икерчине пĕрле тутанни, техĕмлĕ чейĕ... пурин кăмăлне те уçнă. Çакнашкал уява ытти территори пайĕсенче те йĕркеленĕ.
Тунтикунтан, мартăн 18-мĕшĕнчен, православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Мăнкун умĕнхи Аслă типĕ пуçланчĕ. Вăл çичĕ эрнене тăсăлать.
АВАНГАРД