Çемье вучахĕн çулăмне Патăрьелне Верликовсем илсе çитернĕ

ФЕВРАЛĔН 16-мĕшĕнче Шупашкарти Мăшăрлану керменĕнче çĕршыври "Раççей чĕри" çемье вучахĕн çулăмне муниципалитет округĕсене памалли сумлă мероприяти иртнĕ. Лампадкăран ăна çамрăк мăшăр - Улеевсем - çутса валеçнĕ. Патăрьел муниципалитет округне çулăма Первомайскинчи Владимирпа Любовь Верликовсем илсе çитернĕ. Вĕсем 30 çул ытла пĕрле килĕшỹре пурăнаççĕ, икĕ ача çитĕнтернĕ. "Раççей чĕри" çемье вучахĕн çулăмне Мускаври "Раççей" курав-форумран илсе килнĕ. "Родные-Любимые" форума Раççей Президенчĕ Владимир Путин указĕпе килĕшỹллĕн ят панă Çемье çулталăкне халалланă.

Авангард



24 февраля 2024
18:14
Поделиться