Шăпа пỹрнĕ телей
Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче чăваш эстрада юрăçисен черетлĕ концерчĕ пулчĕ. Сцена çине артистсемпе пĕрле Нăрваш Шăхаль кинĕ Светлана Иванова та Влад Апаш сăввипе Сергей Марков кĕвĕленĕ "Телей" юрăпа тухрĕ. Пăлханчĕ пулин те мĕн тери хĕпĕртерĕ. Халĕ вăл та çакнашкал пысăк сцена çинче юрлакан артист çке-ха! Чăваш Ишек ялĕнче çуралса ỹснĕ Светлана. Кунта 9 класс вĕреннĕ хыççăн Ыхра Çырминчи вăтам шкула çỹренĕ. Алла аттестат илсен И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă.
Чăваш чĕлхипе литература факультетĕнче пĕлỹ пухма пуçланă. Çемьеллĕ пурнăç вара ăна Нăрваш Шăхаль ялне илсе çитернĕ. Вĕренĕве куçăмсăр майпа малалла тăснă.
Çамрăк кин алă усса ларман. Кунти культура çуртне директора вырнаçнă. Ĕçлес тесен хăвăн та ку енĕпе пултарулăх пулмалла. Мероприятисене тĕплĕн хатĕрленсе ирттерме тăрăшнă Светлана Петровна. Халăх умне çĕнĕ юрăсемпе тухма хевте çитернĕ. Чăваш орнаменчĕсемпе кĕпе çĕлеттернĕ. Пĕррепе те çырлахаймастăн.
Мăшăрĕ, пăянамăшĕпе пăятамăшĕ те ăнлануллă пулнă, пĕрре те сăмахламан. Аслисем кинне хăйсен хĕрĕ вырăнне хурса йышăннă. Ялтан-яла концертсемпе çỹренĕшĕн те ỹпкелемен. Нăрваш Шăхальне тĕп хуларан килекен артистсене те ăшпиллĕн кĕтсе илсе ăсатнă. Шăпах çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ малашнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртесси. Пĕррехинче яла концертпа Шупашкартан Иван Шинжаев тата ытти юрăçсем килнĕ. Вĕсене халăх кăмăлтан йышăннă. Эстрада çăлтăрĕсем каярахпа та кунта килсе çỹренĕ. Светлана Петровнăна хăйсемпе пĕрле сцена çинче юрлаттарнă. Пĕр вăхăта юрăçсем çыхăнăва татнă. Светлана Иванова урăх ĕçе вырнаçнипе те çыхăннă çакă. Налук инспекцине куçнăран сцена çине тухма та майĕпулман.
Иван Александрович вара пултаруллă юрăçа вĕçертме шутламан. Хăйсен ушкăнĕпе гастрольсене чĕннĕ. Малтанласа Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсене илсе çỹренĕ. Концерт репертуарне Светлана Петровна шăрантаракан икшер-виçшер юррине кĕртнĕ.
Паян вăл сцена çине "Ман аннен паян çуралнă кунĕ", "Çĕмĕрт çеçкере", "Ах, сана, ах, мана", "Савас килет", "Кайăксем юрлаççĕ", "Юратан-ши?", "Кĕтеп сана" тата ытти юрăсемпе те тухать. Оля Осипова, Ирина Шинжаева эстрада çăлтăрĕсемпе улшăнса юрлать. Унăн юррине Чăваш наци радио "Кайри-мала" хит-парад конкурсне те тăратнăччĕ.
"Телейлĕ чух юрлас килет чунпа",- тет Светлана Петровна. Сасси уçă, янăравлă унăн. Режиссурăна вĕреннĕ. Турă панă ăсталăхĕ пур. Ашшĕпе амăшĕ те ăста юрăç пулнă унăн. Пурнăçри телейне хăй тупма тăрăшнă. Амăшĕ ир вилнĕ пулин те пуçа усман.
Спортпа çывăх пулни хавхалантарать ăна. Йĕлтĕрпе лайăх ярăннă вăл. Алă вăйĕпе кỹлепене çĕртен 100 хутчен çĕклеме пултарнă. Тепĕр арçын ача та чăтăмлăх çитереймест çакна. Пурнăçри телейĕ те "шăл çĕмĕрсе" кĕнĕ тейĕн. Пĕр ăмăртура Патăрьелĕнчи спорт шкулта тренер пулса ĕçлекен Константин Иванов куç хывнă.
Светлана Петровнăн çулĕ уçăлсах пынă. Çемьеленсен мăшăр икĕ ывăл çуратнă. Тĕп килтен уйрăлса тухса ялта çурт лартнă.
"Юрласан чун уçăлать, ачасене ура çине тăратма вăй-хал кĕрет",- тет вута та, шыва та кĕме ха тĕр, çăмăл машинăпа çỹрекен харсăр хĕрарăм.
Канмалли кунсенче вăл концертпа тухса çỹрет. Юбилейсенче, уявсенче тус-тăвана та çепĕç юрăпа сахал мар савăнтарать. Концертпа Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски муниципалитет округĕсенчи, Чăваш, Тутар Республикисенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи ялсене çитет. Ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ. Çавăнпа кăмăллă та вăл.
Альбина КАПИТОНОВА
Авангард