Тĕллевсене пурнăçланă

Чăваш Енри мăсăльман тĕн управленийĕн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Тутарстан Республикин премьер-министрĕн çумĕ, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен наци конгресĕн канашĕн председателĕ Василь Шайхразиев, Чăваш Республикинчи культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев хутшăннă.

Раççейри Мăсăльмансен тĕн Пухăвĕн ертỹçи, Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн муфтийĕ Альбир хазрат Крганов мероприятие хутшăннисем патне ĕçшĕн тав туса тата малашлăхри аталанура ăнăçупа ырă сунса видеосалам янă.

 "Патăрьел муниципалитет округĕ - республикăри нумай нациллĕ чи пысăк округсенчен пĕри. Кунта тĕрлĕ халăх представителĕсем, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем туслăхпа килĕшỹре пурăнаççĕ. Вĕсен вуншар çулсемпе тĕрĕсленнĕ пĕрлехи истори. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах Чăваш Енри мăсăльман тĕн управленийĕ ентешсене, вĕсен çемйисене пулăшу кỹрес енĕпе чи малтисенчен пĕри пуçарупа тухрĕ",- палăртнă Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Çулталăк вĕçĕнче пĕрле пуçтарăнса сумлă лару-тăрура ĕçсене пĕтĕмлетесси - ырă йăла. Умма лартнă тĕллевсене пурнăçланă. Çитĕнекен ăрупа ĕçлессинче, мечĕтсем тăвассипе, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнисене, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассипе тата ытти енĕпе те курăмлă ĕçсем тунă.

Альбина ИВАНОВА

Авангард



26 декабря 2023
19:29
Поделиться