Вăхăт иртет, конкурса хатĕрленме хистет

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн администрацийĕ çулсеренех Çĕнĕ çул умĕн организаци-предприяти, учреждени коллективĕсем çуртсен умне, унăн фасадне тĕрлĕрен çутăпа, илĕртỹллĕ сюжетпа ăсталаса капăрлатассипе "Хĕллехи асамлăх" конкурс ирттерет. Унта округ центрĕ çеç мар, территори пайĕсенчи çемьесем, организаци-предприятисем те хутшăнаççĕ. Асамлăх туйăмĕ çуратакан тупăшăва декабрĕн 22-мĕшĕ хыççăн ятарлă комисси пĕтĕмлетет. Унччен вара вăхăчĕ нумаях та юлмарĕ. Аçтаха çулталăкне ырă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илме хавхалантаракан конкурс çĕнтерỹçисене каярах чыслĕç.

Авангард



15 декабря 2023
22:50
Поделиться